Чӑваш патшалӑх университетӗнче Донецкпа Луганск республикисенчи ачасем валли вӗренӳ проекчӗ пурнӑҫланать

Ятарлӑ сменӑра 12-17 ҫулти 46 ача канать. Вӗсем Чӑваш патшалӑх университечӗн санатори-профилакторинче пурӑнаҫҫӗ.

Шкул ачисем валли пуян  программа  хатӗрленӗ: вӗренӳ лапамӗсем, ӑсталӑх сехечӗсем, лекцисем, экскурсисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем,  пултарулӑх конкурсӗсем. "Университет смени " проекта Вӗренӳпе ӑслӑлӑх тата Ҫут ӗҫ министерствисем пуҫарнӑ. Унта Раҫҫейри 40-е яхӑн аслӑ шкул хутшӑнать. Чӑваш патшалӑх университетӗнче смена утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӗҫленет. Тепӗр темиҫе кунтан иккӗмӗш пуҫланать.

 

Елена Дмитриева, Святослав Петров