Чӑваш патшалӑх хальхи истори архивӗнче "Сохраним историю Чувашии вместе/пӗрле" акци пуҫарнӑ

Унӑн тӗллевӗ - республика кун-ҫулӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене упракан документсене асра хӑварасси. 

Хальхи истори архивӗ ҫӗнӗ акци пуҫарнине пӗлсенех управӑша РСФСР халӑх артисчӗ Нина Яковлева килсе ҫитрӗ. Чӑваш театрӗнче 60-мӗш ҫул халӑха савӑнтаракан сцена ӑстин пултарулӑхри ҫитӗнӗвӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗршер документ пухӑнса кайнӑ. Вӗсем Яковлевсен ҫемйишӗн кӑна мар, халӑхшӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Нина Михайловна архива килӗнче упраннӑ 83 документ илсе килчӗ. Архив ӗҫченӗсем кашни документа сканер витӗр кӑларса электронлӑ копи тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫемьешӗн уйрӑмах хаклӑ хутсене каялла илсе кайма та юрать. 

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров