Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ

Чӑваш генийӗн ҫавра ҫулне унӑн вилӗмсӗр йӗркисене вуласа, электронлӑ куравсем, онлайн экскурсисем йӗркелесе паллӑ тӑваҫҫӗ.

Чӑваш халӑхӗшӗн ҫак уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ куна халалласа Наци библиотеки регионти Культура министерствипе пӗрле Пӗтӗм Тӗнчери "Иванова вулатпӑр" литература флешмобне пуҫарнӑ. Ӑна Константин Иванов пултарулӑхне  социаллӑ тытӑмра сарас тӗллевпе ҫак уйӑх вӗҫӗччен ирттерӗҫ. Акцие хутшӑнас текенсен авторӑн пӗр хайлавне кирек епле чӗлхепе 3 минутран ытла мар вуласа ятарлӑ хештегпа вырнаҫтармалла. Флешмоба Культура министрӗ Роза Лизакова уҫнӑ. 


Алиса Александрова, Алексей Енейкин