Чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов - генилле поэт анчах мар, ӑста ӳнерҫӗ те

Сӑвӑҫӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ музыкӑра та, живопиҫре те питӗ ир палӑрма пуҫланӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Константин Ивановӑн сӑрӑпа ҫырнӑ виҫӗ картини упранать. 

Асӑннӑ хайлавсем пирӗн ӳнер музейӗшӗн калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ тупра. Вӗсене управӑша Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ парнеленӗ. Ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ ҫак ӗҫсене Константин Иванов 1910-12-мӗш ҫулсенче хайланӑ. Тепӗр ӳкерчӗкре - чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнарӗ. Тумне, капӑрлӑхне пӑхсан, вӑл тури чӑваш пулни курӑнать. Виҫҫӗмӗш хайлавра ҫуллӑ сӑрӑпа ватӑ арҫынна сӑнласа кӑтартнӑ. 

 

Марина Карягина, Анна Филиппова, Никита Углёв