Чӑваш кӗнеке издательствинче "Сказки разных народов" ятлӑ юмах пуххи пичетленсе тухнӑ 

Унта пӗчӗккисемшӗн илӗртмӗш нумай. Хӑйне евӗр кӗнекене Елена Енькка пухса хатӗрленӗ, ӳкерчӗкӗсем те унӑнах. Хуплашкапа тӗрлӗ пайсене уйӑракан иллюстрацисен авторӗ - Станислав Юхтар.

Юмах юратман ача ҫук ӗнтӗ. Асамлӑ тӗнче пӗчӗккисене илӗртсе кӗрсе ырӑпа усала, илемлипе килпетсӗррине уйӑрма вӗрентет, сӑнарлӑ шухӑшлавне аталантарать. Чӑваш кӗнеке издательстви хальччен халап пуххисем чылай кӑларнӑ, кун йышши пулманччӗ-ха. Унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ - сюжет йӗрӗпе, сӑнарӗсемпе чӑвашсеннине ҫывӑх ытти халӑх юмахӗсене танлаштарма май туса панинче. Кӗнеке вӗҫӗнчи ятарлӑ вӑйӑсемпе ыйтусем урлӑ ача пӗлӗвне анлӑлатать, тӗпчеме вӗренет. 

 

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова.