Чӑваш Енри вырӑс шкулӗсен пуҫламӑш класӗсенче чӑвашла вӗрентмелли кӗнеке хатӗрлесе ҫитернӗ 

Унпа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар ачисем пӗлӳ илме тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ меслетпе усӑ курса ҫырнӑ программа авторӗсем кӗнекене пахалама ашшӗ-амӑшӗсемпе, ачасемпе тата журналистсемпе тӗл пулчӗҫ.

Вӗренӳ министрӗн 1-мӗш ҫумӗ Алексей Лукшин пӗлтернӗ тӑрӑх, "Просвещение" издательствӑн ӗҫченӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ. Автор ушкӑнӗнче Александр Блинова чи тӗппи темелле - чӗлхе фестивалӗсем ирттерсе, "Хавал" уйлӑхра  тӗрлӗ ӳсӗмрисене чӑвашла ансаттӑн вӗрентсе пуян опыт илнӗ полиглот пуҫарнипе, унчченех чи пӗчӗккисем валли нумай ӳкерчӗклӗ, илӗртӳллӗ, калаҫуллӑ-вӑйӑллӑ кӗнеке тухнӑччӗ. 2016-мӗш ҫулта "Кала-ха" ятли хӑшпӗр хула шкулӗсене ҫитнӗ. 9 пайран тӑракан учебника ача хӑй ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке пекех йышӑнать: вӑл ун тӑрӑх ҫемйи, шкулӗ, тӑван ен ҫинчен чӑвашла каласа пама хӑнӑхать, Шупашкар урамӗсемпе е Раҫҫей тӑрӑх "ҫул ҫӳресе", пӗлӗвне тӗрӗслемелли ыйтусене хуравласа, выляса тенӗ пекех чӗлхине уҫать.

 

Марина Карягина, Михаил Солин