Чӑваш Енре славян ҫырулӑхӗпе культурин кунне паллӑ турӗҫ

Кӑҫал ҫавраҫул - Кирилпа Мефодий ҫветтуйсем  шӑп та лӑп 1060 ҫул каялла азбука йӗркеленӗ шутланать. Пирӗн республикӑра ҫак ятпа чылай ӗҫ-пуҫ иртрӗ. Чи пӗлтерӗшли те калӑпӑшли - Шупашкарти Хӗрлӗ Тӳремри концерт. Тӗп хулара пурӑнакансемпе хӑнасем валли Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрларӗ.

Уява пухӑннисене саламлама регион ертӳҫи Олег Николаев та ҫитрӗ.

Республикӑн чи хӑватлӑ та илемлӗ сассисем янӑраҫҫӗ, тӗрлӗ наци тум-тирӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ куҫа илӗртет. Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ хорӗнче пин ытла юрӑҫ. Уяв тӗлне 13 муниципалитет округӗнчи, хуласенчи аслисен тата ача-пӑча ушкӑнӗсем пӗр коллектива пухӑннӑ. Юррисене Раҫҫей халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин тӗп дирижерӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан оркестр ҫеммипе шӑрантарчӗҫ вӗсем. Пин-пин сасӑ пӗрлешсе юрлани куракансен кӑмӑлне чӑннипех те хускатма пултарчӗ.
Пысӑк ушкӑнра ҫапла йӗрке тӑвасси ҫӑмӑл мар, паллах. Хорта пин ытла ҫын чухне пушшех те. Республикӑри сумлӑ коллективсем те пӗлтерӗшлӗ уява савӑк кӑмӑлпа, хавхаланупа ҫитнӗ.

Пандеми пуҫланнӑранпа вырӑс ҫырулӑхне никӗсленине халалланӑ уява Чӑваш Енре кун пек анлӑн паллӑ тӑвайман. Кӑҫал вара концертпа кӑна ҫырлахман. Библиотекӑсенче, музейсенче, вӗренӳ учрежденийӗсенче 260 ытла уяв ӗҫ-пуҫӗ ирттернӗ.


Алиса Александрова, Дарья Паскарюк, Димитрий Макаров, Михаил Солин