Сӳтсе явнӑ тӗп ыйту - республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарасси. Ку тӗлӗшпе ятарлӑ программа хатӗрленӗ, ӑна 2024-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ. Денис Мантуров Чӑваш Ен информаци технологийӗсен енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пултарассине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех хӗвел модулӗ кӑларакан производствӑн пуласлӑхӗ пысӑк пулнине каланӑ.
Чӑваш Ене аталантармалли программӑна Мускавра сӳтсе явнӑ
Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Раҫҫей промышленноҫӗ тата суту-илӳ министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулнӑ.