Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн сасӑларӗҫ

Республика Пуҫлӑхӗ пулас текен кандидатсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнсенче сасӑларӗҫ

Олег Николаев Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер ялӗнче сасӑларӗ. Суйлава вӑл ирхи 10 сехет ҫитнӗ чух мӑшӑрӗпе - Наталья Алексеевнапа пӗрле килчӗ. Вӗсем суйлав участокне маларах килнисене черетре тӑрса ирттерсе ячӗҫ. Либерал демократсен йышӗнчен Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пулма шут тытнӑ Константин Степанов Шупашкарти 33-мӗш шкулта сасӑларӗ. Йывӑрлӑхсем муниципаллӑ тапхӑрта сас пухнӑ чухнех нумай пулнине каларӗ. Пенсионерсен партийӗн хастарӗ Николай Степанов вара Чӑваш Ен пуласлӑхӗшӗн хӑйӗн сассине Шупашкарти 5-мӗш гимназин Агаков урамӗнче вырнаҫнӑ корпусӗнче пачӗ. Суйлава кашнийӗн хутшӑнма тӑрӑшмаллине каларӗ вӑл. Коммунистсен партийӗн хастарӗ Александр Андреев та суйлава хутшӑнакансен ыйтӑвӗсем пирки каларӗ. Хӑйшӗн сасӑлас текенсенчен темиҫе ҫӑхав та илнӗ вӑл."Раҫҫей патриочӗсен" партийӗнчен пуҫлӑх пулма кандидатурине тӑратнӑ Сергей Матвеев тӑван ен пуласлӑхӗшӗн хӑй пурӑнакан Ишлей ял тӑрӑхӗнчи Мускаринкассинче сасӑларӗ. 

 

Алексей Енейкин, Алена Артемкина, Вадим Владимиров, Никита Углев