Чӑваш Ен историнчи паттӑрла страницӑсем 

Шупашкарти шкулсенче Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ проект пуҫарнӑ.

Ҫак пӗлтерӗшлӗ объекта тунӑранпа 80 ҫул ҫитет. Республикӑри районсемпе хуласенче ҫавна май тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ ирттерме палӑртнӑ. Шупашкар администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ, сӑмахран, ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтусене шырав отрячӗсен ертӳҫисем 57-мӗш шкулта пуҫтарӑнса сӳтсе яврӗҫ. 


Елена Дмитриева, Вадим Владимиров