Чӑваш Ен - хӗрарӑмсен тӗнчери пӗрремӗш пленэрне йӗркеленӗ регион

Хӗрарӑмсен пленэрне кӑҫал Шупашкар районӗнчи "Ясна" этнокомплексра йӗркелес тенӗ. Унта 17 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫитнӗ чухне вӗсем чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнне ӳкеретчӗҫ.

Кашнин ӗҫӗ хӑйнеевӗрлӗ. Кунти музейра упранакан наци ҫи-пуҫне тӑхӑнни - Республикӑри художниксен союзӗн пайташӗ Светлана Кокель. Сехечӗ-сехечӗпе хускалмасӑр пӗр вырӑнта ларасси ҫӑмӑл маррине палӑртрӗ вӑл. Пленэра пухӑннисем тавралӑха кӑна мар,  пӗр-пӗрне те ӳкереҫҫӗ. Шӑпах Светлана тӑрӑшнипе Чӑваш Енре ҫулсерен ҫак ӑсталӑх лаҫҫи уҫӑлать. Ӳкерчӗксенчен ҫулсерен пысӑк курав йӗркелеҫҫӗ. Ӑна ӳнерҫӗсем "Хӗрарам куҫӗ тӗслӗ тӗнче" ятпа ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та паха экспозици пуласса шанаҫҫӗ.


Алена Артемкина, Виктор Степанов