Чӑваш ҫыравҫисем - ачасем валли 

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотеки Раҫҫей Президенчӗн гранчӗпе проект пурнӑҫа кӗртет.

Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче ӗҫлекенсем хальхи ӑрӑва вулама хӑнӑхтарас, кӗнекепе туслаштарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Вулавӑшра тӑтӑшах тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ. Килте лармалли тапхӑрта та ачасем  кӗнеке онлайн вулама пултараҫҫӗ. Библиотека сайтӗнче "Чӑваш ҫыравҫисем - ачасем валли" база пур. Ӑна  2004-мӗш ҫултах   йӗркеленӗ. Унта литература халӑх сӑмахлӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен мӗнле аталанса пынипе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех халӑх юррисемпе юмахсене те кӗртнӗ. 

 

Елена Дмитриева, Владимир Синдеев