Чӑваш чӗлхине аталантарассипе патшалӑх программи хатӗрлеҫҫӗ

Чӑваш чӗлхи тата наци йӑли-йӗрки аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене чи ҫӳллӗ шайра татса парӗҫ. Ҫакӑ патшалӑх тивӗҫӗ пулмалла та.

Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗсемпе ваттисен канашӗн хастарӗсем регион ертӳҫипе Олег Николаевпа иртнӗ тӗл пулура калаҫрӗҫ.

Паян Республика тулашӗнче кӑна 600 пин чӑваш пурӑнать. Малтан вӗсен йышӗ, паллах, чылай нумайрах пулнӑ. Шел пулин те, чӗлхепе культура пуянлӑхӗ манӑҫа тухса пыни ытти тӑрӑхри ентешсенче уйрӑмах сисӗнет. Чылай регионта ҫитӗнекен ӑру чӑвашла пач та калаҫма пӑрахнӑ. Ҫак ҫивӗч ыйтӑва шута илсех 28 ҫул каялла Чӑваш наци конгресне йӗркеленӗ. Конгрес тӑрӑшнипех ҫулсерен чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан регионсенче ентешлӗх уявӗсем иртеҫҫӗ. Аякри хӑнасем кунта килеҫҫӗ. Пӗрлехи ӗҫре йывӑрлӑхсене ҫӗнсе ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пыма та ҫӑмӑлрах. Ҫапах та, хӑш-пӗр ыйтӑва халӑхпа кӑна татса пама йывӑр. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре патшалӑх та яваплӑ пулмаллине палӑртрӗҫ пухӑннисем. 

 

Алексей Енейкин, Михаил Солин