Ҫӗршывӗпех килте ларнӑ тапхӑра тӑван ялӗнче, Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ирттернӗ Анатолий Рыбкин Питӗре таврӑннине пӗлсенех ентешсем ун патне шӑнкӑравлама пуҫларӗҫ: хулари чӑвашсен культура пӗрлӗхӗн пайташӗсем те, студентсем те. Пӗрремӗш хӑна - Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ Вадим Матросов. Художник чылай ҫул пӗр-пӗринпе тӑтӑш курнӑҫса тӑракан тусне тӑван тӑрӑхра ҫырнӑ ҫӗнӗ ӳкерчӗкӗсене кӑтартма тытӑнать. Икӗ уйӑх ҫурӑ ялта ӗҫлесе пурӑннӑ Анатолий Петровичӑн хайлавӗсем самаях хулӑн тӗркене пуҫтарӑннӑ: 30 ытла этюд.
Марина Карягина, Владимир Синдеев