Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле Шупашкарти Хӗрлӗ тӳреме тӗпрен ҫӗнетнӗ 

Унти ӗҫсемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашрӗ. Унпа пӗрле ытти сумлӑ хӑнасем те лаптӑка хакларӗҫ. 

Хӗрлӗ тӳрем сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ. Лаптӑка  халӗ хӑйнеевӗрлӗ кану вырӑнӗсем, чуччусем,  саксемпе пукансем, кӳлепесем, ҫутӑллӑ-кӗвӗллӗ фонтансем илем кӳреҫҫӗ. Кӳлемӗшпе Хӗрлӗ тӳреме "Чӑваш Ен - Атӑл чӗри" программӑна тӗпе хурса реконструкциленӗ. Строительсем 6 гектар ытла лаптӑка йӗркене кӗртнӗ, кӗске вӑхӑтра нумай ӗҫ тунӑ. Ҫӗр айӗнчи кивелнӗ коммуникаци тытӑмне улӑштарнӑ, асфальт вырӑнне гранит плитисене сарнӑ. Лаптӑкӑн чи илемлӗ объекчӗсенчен пӗри вара -  кӗвӗ ҫеммипе тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатакан фонтан. 

 

Елена Дмитриева, Елена Михайлова, Никита Углев