Чӑваш академи драма театрӗ тухтӑрсем валли парне турӗ

Вӗсем ӗҫри йывӑрлӑхсене манса мюзикл пӑхса киленме пултарчӗҫ.

Куракансем - тӗп хулари медицина учрежденийӗсенче тӑрӑшакан 300 яхӑн тухтӑр. Артистсем вӗсене "Пихампар чунӗ манра" мюзикл кӑтартрӗҫ. Спектакль пуҫланиччен уявпа пухӑннисене театр пуҫлӑхӗ Юрий Владимиров саламларӗ, ахальтен мар ҫак постановкӑна суйланине палӑртрӗ. Спектакль ӗмӗрхи хаклӑхсем - юрату, шанчӑклӑх, чун-чӗрелӗх ҫинчен. Тухтӑрсен ӗҫӗнче те ҫак енсем тӗп вырӑнта. Чӑваш академи драма театрӗнче кун пек ыркӑмӑллӑх акцийӗсем тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнче тӑракансене малашне те хавхалантарас тӗллевлӗ артистсем.


Леонид Петров