Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнче алӑ тасатмалли хатӗр кӑларма пуҫланӑ 

Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енри 28 пӗрлешӗве Раҫҫей экономикишӗн пӗлтерӗшлӗ предприятисен шутне кӗртме тесе федераци Правительствине ҫырупа тухнӑ. Вӗсен  йышӑнче Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ те пур. 

Регион ертӳҫине коронавирус вӑхӑтӗнче ҫар тата граждансем валли продукци кӑларакан предприятин ӗҫӗ-хӗлӗ кӑсӑклантарчӗ. Пӗрлешӳ тата Республика Правительстви малашне те килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ. Заводра наукӑпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ шухӑш чылай. Вӗсене пурнӑҫа кӗртни хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, предприятие аталантарма пулӑшӗ. Олег Николаев цехсенче пулса курчӗ,  ӗҫлекенсемпе калаҫрӗ. 

 

Леонид Петров, Андрей Шоклев