Ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Амӑшӗпе ачисем наци костюмӗпе» ятлӑ фотоконкурс пырать

Ӑна тӗрлӗ халӑх культурин пуянлӑхне тумтир урлӑ кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Шупашкар районӗнчи Апашра пурӑнакан Семёновсен ҫемйинче 5 ача: виҫӗ хӗр те икӗ ывӑл. Пепкисене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑхӑн культурине, йӑли-йӗркине ӑша хывса ӳстерекен ашшӗпе амӑшӗ ӳнер тӗнчинче паллӑ ҫынсем: Алевтина Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Николай - режиссёр. Фотосессие вӗсем ятарласа «Кӗмӗл Чӑваш Ен» проект ертӳҫи патне килнӗ. 

 

Марина Карягина