Ҫӗршывра хӳтӗлевпе спорт тата патриотла ӗҫ уйӑхлӑхӗ пырать

Ҫавна май Чӑваш Енре "Без срока давности" курав ӗҫлет. Вӑл Тӑвайри культура ҫуртӗнче уҫӑлчӗ.

Тӗнче историйӗнчи чи хӑрушӑ вӑрҫӑпа этемлӗхе хирӗҫ тунӑ ытти синкер ӗҫ-пуҫ халӑх асӗнчен нихӑҫан та тухмӗ. Ҫакна ҫирӗплетет те куҫса ҫӳрекен ятарлӑ курав. Кунти стендсем ҫапӑҫу хирӗсен тискерлӗхне сӑнланипе пӗрлех халиччен калама юраман хӑш-пӗр кӑткӑс самантсемпе паллаштараҫҫӗ. Аслӑ вӑрҫӑ кӗрлевне тӳссе ирттернӗ 23 регионти асаплӑ пурнӑҫ, вӗсенче нимӗҫсем мӗнле алхасни курӑнать.

Культура керменне районти мӗнпур шкулти кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем пухӑнчӗҫ. Тӗллевлӗ курав вӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех вырӑнти пуҫлӑхсемпе депутатсем, ҫар ҫыннисемпе курав хӑнисем ачасене вӑрҫӑ историне, уйрӑмах Нюрнберг процесне аса илтерчӗҫ.

Патриотла тӗлпулусем халӗ кашни районтах иртеҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра вӗсен пӗлтерӗшӗ уйрӑмах паха. Тӑвай тӑрӑхӗнче пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗртен-пӗр ветеранӗпе эпир те тӗл пулас терӗмӗр. Кӗҫех 97 ҫул тултаракан Михаил Яковлев хӑнасене хапӑлласах йышӑнчӗ. Ветеранӑн ырӑ сӗнӗвӗ ҫамрӑк ӑрушӑн пехил пекех пулмалла. Вӑрҫӑ историна халалланӑ курав вара Тӑвайӗнче нарӑсӑн 23-мӗшчен ӗҫлӗ. Унтан вӑл Ҫӗмӗрле тӑрӑхне куҫмалла.


Алексей Енейкин, Димитрий Макаров