Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑйри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхи тата литература вӗрентекенсен форумӗ иртрӗ

Тӑван чӗлхе аталантӑр, ӑна пӗчӗкрен ӑша хывчӗр тесен мӗн тумалла? Ҫивӗч ыйтусен хуравӗсене шыракансен йышӗнче Республика Пуҫлӑхӗ те пулчӗ. 

Вӗрентекенсен пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ. Пур районпа хуларан килсе ҫитнӗскерсем капӑрлӑхпа ал ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Кашни хӑйӗн тӑрӑхӗн пуянлӑхӗпе хӑйнеевӗрлӗхне сӑнлама тӑрӑшӑ. Халӑх йӑли-йӗркипе культурине упрани тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫре те, паллах, пӗлтерӗшлӗ. Ачасене каласа пани кӑна ҫителӗксӗр, вӗсене хӑйсене ӗҫе явӑҫтармалла, теҫҫӗ  вӗрентекенсем. Чăваш чĕлхине пирӗн республикӑра анчах мар, унӑн тулашĕнче те вĕрентеҫҫӗ. Инҫет мелӗпе форума Пушкӑрт, Тутар Республикисенчен, Чӗмпӗрпе Пенза тӑрӑхӗсенчен, Мускавран педагогсем хутшӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннисем тӗрлӗ ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклерӗҫ. Вӑл шутра шкулсенче тӑван чӗлхе урокӗсен шутне ӳстермеллине палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак ыйтӑва ҫурла уйӑхӗнче иртекен педагогсен конференцийӗнче пӑхса тухма сӗнчӗ.


Диана Иванова, Михаил Солин