Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне - ҫӗнӗ хатӗрсемпе

Республикӑри "Хальхи шкул" проектпа килӗшӳллӗн Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче "Точка роста" центр хута кайӗ. 

Ҫӗнӗлӗхе хута яма 2-мӗш шкулта икӗ пӳлӗм хӑтлӑлатнӑ. Ҫакӑн валли тӗрлӗ шайри бюджетран  миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет кӗртнӗ. Ку классенче информатика, технологи тата ОБЖ предмечӗсене вӗрентӗҫ. Хушма программӑпа вӗренекенсем вара малашне информаци технологийӗнче, медиапултарулӑхра, шахмат вӑййинче ӑсталӑха туптама пултарӗҫ. Пӳлӗмсем пушӑ вӑхӑтра цифра урокӗсемпе ашшӗ-амӑшне паллаштарма йышӑннӑ.  Иккӗмӗш шкулпа пӗрлех кун пек центрсем Нӑрваш-Шӑхальпе Шӑнкӑртамри шкулсенче ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫакӑн валли 21 вӗрентекен хӑйӗн пӗлӗвне ӳстернӗ.

 

Леонид Петров, Михаил Солин