Капмар ҫурт хута кайни ку тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн темрен паха парне пулчӗ. Хӗрлӗ хӑйӑва касса вӗренекенсем шала кӗнинчен шкулӑн ҫӗнӗ историйӗ пуҫланчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ 7 ача пӗрремӗш хут парта хушшине ларчӗ. Шкулта хальхи технологисене пурнӑҫа кӗртессине строительство пуҫламӑшӗнчех шута илнӗ. Ҫурт икӗ корпусран тӑрать. Пӗрне шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйӑрнӑ. Вӗренӳре хальхи вӑхӑтпа пӗр тан пыма классене тӗрлӗ техникӑпа, интерактивлӑ хӑмасемпе, компьютерсемпе тивӗҫтернӗ. Пӗрремӗш хутра пуҫламӑш классен пулӗмӗсем, столовӑй, медицина блокӗ, акт залӗ, мастерской тата спорт залӗ.
Леонид Петров, Вадим Владимиров