Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне шкулсене сывлӑш тасатмалли хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ

Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче ачасене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ҫуртсене ятарлӑ комиссисем тӗрӗслеҫҫӗ.

Вӗсем учрежденисенчи пушар хӑрушлӑхсӑрлӑхне, юсав мӗнле иртнине, тирпейлӗхе тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Роспотребнадзор ыйтнипе  кашни учрежденире вируса пӗтерекен хатӗрсем пулмалла. Тӗп хулара тӗрӗслев комиссийӗ чи малтан Шупашкарти 1-мӗш гимназире пулчӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кунта тӗплӗ хатӗрленнӗ: стенасене сӑрланӑ, шыв пӑрӑхӗсене улӑштарнӑ. Комисси пӗр ҫитменлӗх те асӑрхамарӗ.  Коронавирусран сыхланас тесе гимназире рециркуляторсем вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне кунти учительсем профилактика ӗҫне вӗрентекен курсра ӑсталӑхне ӳстернӗ. 

 

Алена Артемкина, Игорь Ульянов