"Ҫӗнӗ хула" микрорайонта "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет

Вӑл пин те 600 ача валли пулӗ. Ӗҫ мӗнле пынипе Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паллашрӗ. Пӗлӳ ҫуртне 2019-мӗш ҫулта тума пуҫланӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнче вӑл чи пысӑкки пулӗ. Проект хакӗ - 950 миллион тенкӗ ытла.

Екатерина Фомина, Екатерина Храмкина, Екатерина Янгалакова