Ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашаҫҫӗ, пӗлӳ илеҫҫӗ

Сочи хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ вӗҫленсе пырать. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Чӑваш Енрен фестивале пысӑк делегаци хутшӑнать, ун йышӗнче - манӑн ӗҫтеш Вероника Павлова. Эпир ӑна ҫамрӑксен уявӗн чи кӑсӑклӑ саманчӗсемпе, чӑваш каччисемпе хӗрӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарма ыйтрӑмӑр.

Паян 6-мӗш кун Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ пырать. "Сириус" федераци центрне 190 ҫӗршывран ҫамрӑк ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Ен те. Пурӗ кунта 90 ытла хастар. Эрне хушшинче вун-вун паллӑ ҫынпа паллашрӑмӑр , тӗрлӗ лекцисене ҫӳрерӗмӗр.  Питӗ усӑллӑ пулчӗҫ вӗсем. Кашни хӑйне кӑсӑклӑ ен суйласа илчӗ. Кама педагогика кӑсӑклантарать, кама журналистика, кама тухтӑр ӗҫӗ кӑсӑклӑ. Паян Пӗтӗм тӗнчери фестиваль вӗҫленет. Каҫхине пире концерт кӗтет. Эпир ӑна чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Шанас килет ытти ҫӗршыври ҫамрӑксемпе ҫыхӑну малалла тӑсӑласса, мӗншӗн тесен кирек мӗнле чӗлхепе калаҫсан та, кирек ӑҫта пурӑнсан та, эпир пурте пӗр пек: пӗр пекех юрататпӑр, пӗр пекех савӑнатпӑр. Ҫакӑн пек савӑк кӑмӑлпа Чӑваш Ене кӗҫех ҫитӗпӗр.

 

Вероника Павлова