Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа кӑҫал 150 ҫул пулать 

Ҫакна халалласа республикӑра ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртӗ. Йӑлана пӑсмасӑр кӑҫал "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ" акцие те йӗркелерӗҫ. 

Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ акцие кашни ҫулах хастар хутшӑнать. "Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумне ӳстерессинче эпир хамӑр тивӗҫе те куратпӑр", - теҫҫӗ  кунта ӗҫлекенсем. Аслӑ шкул Иван Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать, чӑваш чӗлхи учителӗсене те ҫакӑнта хатӗрлеҫҫӗ. Диктант ҫыракансен йышӗнче ытларах студентсем пулчӗҫ. Парта хушшине 120-е яхӑн ҫын ларчӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне  2013-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Халӗ хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем унта тӗрлӗ майпа хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал 7 пин те 200 ытла ҫын чӑваш чӗлхипе диктант ҫырчӗ. Республика тулашӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсен хастарлӑхне уйрӑммӑн палӑртмалла. Пушкӑртпа Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр, Киров облаҫӗсенчи, Ханты-Мансийск, Питӗр, Мускав, Тюмень тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хутшӑнчӗҫ ҫак акцие.

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов