Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 8 вӗренӳ учрежденийӗн алӑкӗ уҫӑлмалла 

Вӑл шутра 7 шкул тата хушма пӗлӳ паракан пӗр ҫурт, унсӑр пуҫне шкул ҫулне ҫитмен ачасен 11 ушкӑнӗ.

Районти пӗлӳ ҫурчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрлеме кӑҫал мӗн пур бюджетран 30 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан ытларах пайне  Хутар шкулне янӑ. Вӑл 50 процент таран юхӑннӑ пӗлӳ ҫурчӗсене юсамалли  программӑна кӗнӗ.  Кунта чӳречесене улӑштараҫҫӗ, ҫурт тӑррине, карнизсене, ҫумӑр шывӗ каймалли тытӑма ҫӗнетеҫҫӗ. Шалта стенасене сӑрланӑ, вентиляцие  ылмаштарнӑ,  кабинетсенче ҫӗнӗ алӑкӗсем лартнӑ. Паянхи куна ӗҫе 70 процент тунӑ. 

 

Леонид Петров, Вадим Владимиров.