Ҫӗмӗрле районӗнче республика программипе ялсенче ҫул сараҫҫӗ

Республикӑра халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программа ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Ҫӗмӗрле районӗнче унпа усӑ курса кӑҫал 79 объект ӗҫе кӗртнӗ. Вӗсенчен 14-шӗ - ҫул-йӗр тӑвассипе ҫыхӑннӑ. 

Ял ҫыннисем халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна хутшӑннипех Хӗрлӗ Октябрьте хӑватлӑ техника сасси кӗрлет. Ҫула подряд организацийӗ утӑ уйӑхӗн варринче тума пуҫланӑ. Поселокра пурӑнакансем пуху ирттерсе  Ҫамрӑксен урамне юсама йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне икӗ кун хушшинче пуҫтарса панӑ. Хытӑ сийлӗ ҫул тӑршшӗ - 800 метр. Ҫакӑн валли 700 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑна кӑҫал Ҫӗмӗрле районӗнчи 11 ял тӑрӑхӗ хутшӑннӑ. Ытларахӑшӗ ҫул сарас тӗллевлӗ пулнӑ.

 

Леонид Петров, Вадим Владимиров