Ҫавра ҫулӗ тӗлне йӗркене кӗртеймӗҫ 

Тӗрӗк чӗлхисен паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа кӑҫал 150 ҫул ҫитет. Етӗрне хулинчи вӑл пурӑннӑ ҫурт вара йӑтӑнса анасла ларать. 

Юхӑнса ишӗлме пуҫланӑ икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫуртра Ашмарин 4 ҫула ҫитиччен пурӑннӑ. Капмар ҫурт Николай Ивановичӑн ашшӗн пиччӗшӗн харпӑрлӑхӗ пулнӑ. Кунтах купцасем лавкка тытнӑ. Анчах та сумлӑ чӗлхеҫӗ пурӑннӑ ҫурта кирлӗ пек упраса хӑварайман. Унӑн никӗсӗ ҫирӗп пулсан та, йывӑҫ пайӗ йӑтӑнса анасла курӑнать. Иккӗмӗш хутра вара пушар алхаснӑ. Ҫулӑма вӑхӑтлӑ сӳнтерсе ӗлкӗрмен пулсан йывӑҫ ҫурт тӗппипех кӗлленме пултарнӑ. Тӗнчипех паллӑ тюрколог ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитсе пынӑ май хулан паянхи пуҫлӑхӗсем Ашмарин ҫуртне юсас ыйтӑва хускатнине пӗлтӗмӗр.

 

Алексей Енейкин, Семен Антонов