Ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫине "У-ух чике старик" спектакль тухрӗ

Ӑна Пушкӑртстанпа Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Байрас Ибрагимов лартнӑ. Чӑваш юмахӗсене инсценировкӑлаканӗ Елена Нарпи. Ӑса вӗрентекен халапа куракан патне ҫитерме Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Гранчӗ пулӑшнӑ.

Тӳрех савӑнтарса яраканни - сцена ҫинчи сӑнарсем чӑвашла калаҫни. Хальхи йышши техника меслечӗсемпе пур енлӗн усӑ курни компьютер вӑййисене иленнӗ ача-пӑчана туххӑмрах асамлӑ юмах тӗнчине лекме май парать. Художникпа тум хатӗрлекенсен ӗҫне те ҫийӗнчех асӑрхатӑн. Спектакле лартмашкӑн театр ӑнӑҫлӑ ушкӑн пуҫтарма пултарни куҫкӗрет.

Инсценировка авторӗ - Елена Нарпи. Ҫыравҫӑ ӑна темиҫе чӑваш юмахӗнчен пуҫтарса хатӗрленӗ. Тӗпре - "У-ух чике старик" халап. Вӑл эпир итлесе ӳснӗ нумай юмах пекех пуҫланать: пурӑннӑ тет ӗлӗк-авал пӗр ялта чухӑн карчӑкпа старик. Вӗсен Юман ятлӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ. Ҫитӗннӗ йӗкӗт пӗлӳ пухас тесе тӗнче тӑрӑх тухса кайма шутлать. Маттур ҫамрӑка ҫул ҫинче аялти тӗнче Хуҫи куҫ хывать. Яшӑн ашшӗ-амӑшӗнчен уйрӑлса ҫав чике старик патӗнче пурӑнма тивет. Ҫӗр айӗнчи патшалӑхӑн хаяр хуҫи темле ӑрӑм тума та вӗрентет ӑна, ачасӑрскер, хӑй вырӑнне хӑварма тӗв тӑвать. Анчах ашшӗ ывӑлне киле тавӑрасшӑн. Чике старик, йӗкӗте палласа илме ан пултӑр тесе, ӑна асамлӑ майпа темле чӗрчуна та ҫавӑрать - ашшӗ пӗрех палла-палла илет.

Режиссёр ҫак юмаха лартса ҫамрӑк куракана халӑх ӑс-тӑнӗнчи "вӗренни ҫӑкӑр ыйтмасть" текен сӑмаха аса илтересшӗн, ахӑр: пысӑк пӗлӳллӗ ҫын темле йывӑрлӑха лексен те ҫӑлӑнӑҫ алӑкне шыраса тупатех. Тӑван кил тӗлне те манмасть, ҫуралса ӳснӗ вырӑна та нимрен ытла хаклать. "Тӗнче аслӑ, тӗнче тискер, пирӗн ачасем те, инҫете кайса вӗренсен, ютта ан тухчӑр, хамӑр республикӑна ҫӗклеме тӑван енех таврӑнччӗр" - ҫак шухӑш ҫиеле тухать тимлӗ кураканӑн.

Юлашкинчен тӗп сӑнара шӑпи чиперккепе тӗл пултарать. Пӗр-пӗрне савакан икӗ чун пӗрлешеҫҫӗ. Юмах вӗҫӗнчи туй - хӑй уйрӑм спектакль пек. Чӑваш туйӗн мешехи ҫав таран пуянни режиссёра та тӗлӗнтернӗ. Лайӑхпа вӗҫленнӗ халапшӑн савӑннӑ куракан хыттӑн алӑ ҫупрӗ - сцена ҫине тухса артистсемпе пӗрле юрласа ташлама хатӗр. Пире пӗчӗккисем хайлава мӗнле йышӑнни уйрӑмах кӑсӑклантарчӗ.


Марина Карягина, Виктор Степанов