Айдак ӗҫӗ малалла пурӑнать

Ҫак кунсенче Етӗрне районӗнчи "Ленинская искра" пӗрлешӳре республикӑри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен ушкӑнӗ пулчӗ. 

Чӑн малтан Шупашкартан килнӗ хӑнасем Аркадий Айдак палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Пухӑннисем 40 ҫул ытла пӗр улшӑнми "Ленинская искра" хуҫалӑха  ертсе пынӑскере, Чӑваш тата Раҫҫей культурин, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫыннине  ырӑ сӑмахсемпе аса илчӗҫ.  Людмила Айдак пухӑннисене тав турӗ. Мӑшӑрӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 8 ҫул иртнӗ пулин те, унӑн пархатарлӑ ӗҫне республикӑра манмаҫҫӗ. Айдакшӑн хуҫалӑха аталантарасси ялан тӗп вырнӑта пулнӑ. 

 

Надежда Александрова