Атӑлта вӑлча сапмалли ятарлӑ вырӑнсем пур  

Вӗсенчен пӗрне Куйбышев шыв управӑшӗнчи  Казин утравӗ ҫывӑхӗнче йӗркеленӗ. 

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта  шыв аван ӑшӑнать, юшкӑн сахал, вӑлчана аталанмашкӑн пӗтӗмӗшле майсем лайӑх. Кунта 3 тӗрлӗ пулӑ тӗл пулать. Уланкӑн вӑлчисен шайӗ 5 процент. Ҫупахӑн - 30 процент. Хӗрлӗ куҫ вара 65 процент таран йышӑнать. Тӗп тӗллев - пулӑсен йышне малтанхи шая ҫитересси. 2 тонна пулӑ ӗрчессе шанаҫҫӗ. Пӗлтӗр -  пӗр тонна та 600  кило пулнӑ. Кӑҫал йӑвасен шучӗ нумайрах, ҫавӑнпа кӑтартусем те лайӑхрах пуласси куҫкӗрет. 

 

Надежда Александрова, Лидия Галактионова, Виктор Степанов