Ӑсталӑхне ҫирӗплетнипе пӗрлех ҫӗнӗ шая куҫрӗҫ

Республикӑри каратэн WKC федерацийӗ ҫывхаракан уява - Ачасене хӳтӗлемелли Пӗтӗм тӗнчери куна халалласа экзамен ирттерчӗ. Вӗренекенсем унта пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тупӑшрӗҫ. Ӗҫ-пуҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче иртрӗ. 

Тӗрӗслевре 5-16 ҫулхи ачасем хӑйсем мӗн пултарнине кӑтартрӗҫ.  Пурӗ 300 яхӑн каратист ӑмӑртрӗ вӑл кун. Спортсменсене унта савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерчӗҫ: пӗтӗм тӗнчери каратэ конфедерацийӗн президентне Вячеслав Тимофеева Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрлӗ енлӗ каратэ федерацийӗн вице-президенчӗ пулма суйланӑ. 
Ҫӗнӗ Шупашкарти ӑмӑртӑва хутшӑнакансене пиччӗшпе йӑмӑкӗ -  Анна тата Георгий Яковлевсем мастер-класс кӑтартрӗҫ. Пӗртӑвансем ҫу уйӑхӗнче Турцире иртнӗ Европа чемпионатӗнче призерсем пулнӑ. Хальхи турнирта вӗсем пилӗк ылтӑн, кӗмӗл тата икӗ бронза медаль ҫӗнсе илчӗҫ.

Республикӑн тата Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗсем халь ҫывхаракан ӑмӑртусене хатӗрленеҫҫӗ. Республика Кунӗ умӗн ҫӗртмен 22-мӗшӗнче "Химик" культура керменӗ умӗнче каратэн WKC енӗпе арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче тупӑшу иртӗ.  Унта Чӑваш Ен чысне 5 хут тӗнче чемпионӗ Ангелина Гордеева хӳтӗлӗ. Вӑл абсолютлӑ чемпион пулассишӗн Тольяттири спортсменпа тытӑҫӗ.


Алена Артемкина, Вячеслав Ильин