Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине халалласа Муркашра ҫамрӑк боксерсен ӑмӑртӑвӗ иртет

Муркаш районӗнчи "Сывлӑх" физкультурӑпа спорт комплексӗнче 8-мӗш хут интернационалист-салтаксене асӑнса бокс турнирӗ йӗркеленӗ.

Спортсменсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ ӑмӑртусен ярӑмне уҫрӗҫ. Пурӗ турнир парнисене 4 ӳсӗмре  выляттарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем паян паллӑ пулӗҫ.

 Алиса Александрова, Вячеслав Ильин