Ӑпӑр-тапӑртан - ҫӗнӗ япала

Чӑваш наци музейӗнче тӗлӗнмелле курав уҫӑлчӗ. Ӑна кӑҫал республикӑра иртекен Экологи культурин ҫулталӑкне халалланӑ. Пластик ӑпӑр-тапӑртан мӗнле ҫӗнӗ япаласем тума пулать? Йӑла каяшне тирпейлекен предприятисенче ҫӑткӑн кайӑксем мӗнпе усӑллӑ? Ҫакна йӑлтах «тасалӑх» куравӗнче уҫӑмлатаҫҫӗ.

Адель ҫӑткӑн кайӑк - Шупашкарти ӑпӑр-тапӑр турттаракан станцин "хуралҫи". Вӑл ытти вӗҫен кайӑксене пӗрлешӳ лаптӑкне кӗртмест. Чӑваш Ен ҫак мелпе усӑ курма пуҫланӑ пӗрремӗш регион. Йӑла каяшӗ пухакан ҫӗрте кураксем, чанасем, чарлансем нумай явӑнаҫҫӗ. Апат шыраса ӑпӑр-тапӑра салатса пӗтереҫҫӗ. Ҫӑткӑн кайӑксенчен вара вӗсем хӑраҫҫӗ. Аделе вӗҫсе ҫӳреме те кирлӗ мар, ӑна  кӑтартни те ҫителӗклӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти объектра ҫавӑн пекех 2 хурчка йӗркелӗхе асӑрхаса тӑрать. Мӗншӗн-ха ӑпӑр-тапӑра сыхламалла? Мӗншӗн тесен ӑна "иккӗмӗш пурнӑҫ" парнелеме пулать.

Усӑ курнӑ полиэтилен хутаҫпа пластик савӑт-сапаран мӗн кӑна тумаҫҫӗ пуль? Шупашкарти пӗр предприятире вӗсенчен  картлашкасем кӑларма пуҫланӑ. Продукцие Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионсенче те туянаҫҫӗ.

Чӑваш Енри кун пек предприятисем пӗр тытӑма пӗрлешнӗ. Вӗсем ӑпӑр-тапӑртан мӗн тума пултарассине те тӗпчеҫҫӗ. Сӑмахран, розетка корпусӗсенчен чавсапа чӗркуҫҫине хӳтӗлекен хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пластик палассем, шӑвармалли шлангсем, калча ӳстермелли савӑтсем тата ытти нумай усӑллӑ япала туса кӑлараҫҫӗ.

Куравра Шупашарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти "Кванториумсенче" вӗренекенсем шутласа кӑларнӑ тӗлӗнтермӗшсене те курма пулать. Вӑл шутра ҫӗр улми хуппинчен хатӗрленӗ чашӑк-тирӗк тата пултӑранран ӑсталанӑ музыка инструменчӗсем. Йӗркелӳҫӗсен шухӑшӗпе ку курав уйрӑмах ачасемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Мӗншӗн тесен тавралӑха упрама пӗчӗкренех вӗрентмелле.

Кӑларса пӑрахма шутланӑ пластик япаласене шӑпах курава илсе килме юрать. Вӗсене кунта пухнӑ хыҫҫӑн тирпейлекен предприятисене ҫитерӗҫ.


Надежда Александрова, Наталья Егорова, Димитрий Макаров