Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Абрамова пурте хӗвел евӗр ҫутӑ чун-чӗреллӗ ҫын пек пӗлеҫҫӗ: ялан ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗпе вӑл кашни тӗлпулана хӑпартлантармалли сӑмах тупма пӗлет, фотокамерине нихҫан та алран яманскер, хӑйӗн кадрӗсенче хаваслӑ пит кӑна курасшӑн. Анатолий Абрамов фотоӳнерҫӗ ҫинчен ытларах пӗлес тесен, сире тунтикун, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 9 сехет те 35 минутра эфира тухакан "Вести. Интервью" кӑларӑма пӑхма сӗнетпӗр.
Марина Карягина, Владимир Синдеев, Виктор Степанов