Пулӑшупа Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пуҫарнипе Мускаври пӗр компани тивӗҫтернӗ. Парнесене республикӑри 7 вӗренӳпе сывлӑх учрежденине ҫитернӗ. Чире пула Слава Ильин сатике ҫӳреймен. Ывӑлӗ пӗлӳ илтӗр, аталанма пултартӑр тесе Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ республика тӗп хулине куҫса килнӗ. Халӗ Слава 3-мӗш класа кайма хатӗрленет, шкул программине аван ӗлкӗрсе пынипе пӗрлех, пӗчӗккӗн утма хӑнӑхнӑ. Арҫын ача май ҫитнӗ таран пултарулӑхне аталантарать, пӗрле вӗренекенсемпе туслашнӑшӑн хӗпӗртет.
Ирина Николаева, Владимир Синдеев