4 тӑваткал ҫухрӑм сарӑлса выртать

Кӑнтӑр енчи районсенче пурӑнакансем Шӑмӑршӑ шыв управӑшне туса пӗтерессе кӗтеҫҫӗ. 

"Шӑмӑршӑ тинӗсне" Чӑваш Енре пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтермелли тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн тунӑ. 2005-2009-мӗш ҫулсенче ҫакӑн валли федераци тата республика хыснисенчен 2 миллиард тенке яхӑн тӑккаланӑ.  Каярах кунта шыв уҫламалли комплекс тунӑ. Вӑл Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски районӗсене таса шывпа тивӗҫтермелле пулнӑ.  Анчах та объект 6 ҫул ӗнтӗ ӗҫсӗр ларать. Ҫакӑ шыв пӑрӑхӗсен тытӑмӗ ҫуккипе ҫыхӑннӑ.  Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтӑва ҫитес икӗ-виҫӗ ҫулта  федераци программипе татса пама май пулӗ.

 

Елена Дмитриева, Екатерина Данилова, Игорь Ульянов