300 ытла ентеш ӗмӗр канлӗх тупнӑ кунта

Питӗр хулинче тӗнчери чи пысӑк масар, Пискарёвка мемориал комплексӗ пур. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ленинграда хӳтӗлесе пуҫ хунӑ салтаксене тата блокадӑра пурнӑҫран уйрӑлнисене пытарнӑ. 

Пӗрлехи Аслӑ ҫӑвара 6 пине яхӑн ҫын ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ, ҫав шутра Чӑваш Енрен ҫара кайнисем - 300 ытла. Ленинградӑн ҫурҫӗр енчи хӗрринче, Пискарёвка ялӗнчен инҫех мар 1939-мӗш ҫулта уҫнӑ масар вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗрлехи Аслӑ ҫӑва пулса тӑнӑ: кунта хулана тӑшманран хӳтӗлесе пуҫ хунӑ 50 пин салтака тата блокадӑра нушаланса вилнӗ 470 пин ҫынна пытарнӑ. 1956-мӗш ҫулта 26 гектар ытла йышӑнакан лаптӑкра Васильевпа Левинсон архитекторсен проекчӗпе ҫак Асӑну комплексне тума пуҫланӑ, ӑна Ҫӗнтерӳ кунне 15 хут паллӑ тунӑ вӑхӑтра уҫнӑ. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев