12 чанран пӗрне чӑвашсем туянса панӑ

Питӗрте мухтавлӑ ентешӗмӗр Петр Егоров архитектор проекчӗпе икӗ ӗмӗр каялла тунӑ чиркӗве ҫӗнӗрен хӑпартнӑ.  

Питӗр хулинчи Пески текен районта 1781-мӗш ҫулта чулран чиркӳ тума пуҫланӑ, ҫуртӑн авторӗ пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, талантлӑ архитектор Пётр Петрович Егоров пулнӑ. 153 ҫул ӗҫленӗ храма Совет саманинче, 1934-мӗш ҫулта, аркатнӑ. Нумай пулмасть Турӑ ҫуртне ҫӗнӗрен хӑпартнӑ. Сӑмах май, Пётр Егоров проектне шит те улӑштарман. 

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев