Вӑрҫӑ хирӗнче, паллах, чун киленӗҫӗпе аппаланма майсем пулман. Александр Федоров печени курупкисем ҫинче те, тетрадь хуплушкисем ҫинче те ӳкернӗ. Окопран мӗн курнине хут ҫине куҫарнӑ. Хӑйне вӑл жанр енчен "классикӑлла реалист" тесе хакланӑ. 2023-мӗш ҫулта Александр хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, Александр Невский ячӗллӗ бригада йышӗнче хӗсметре тӑнӑ. Ҫулталӑк каялла вара хӗрӳ ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Ҫак видео унӑн пурнӑҫинчи юлашки. "Зодчий" хушма ятпа ҫӳренӗскер окопри пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартать.
Курава уҫма художникӑн амӑшӗ Маргарита Михайловна килнӗ. Видеора аслӑ ывӑлне курсан хытах пӑшӑрханса ӳкрӗ. Вӑл урӑх ҫуккине халӗ те ӗненес килмест, тет.
Александр Федоров Питӗрти Репин ячӗллӗ ӳнер академине вӗренме кӗнӗ. Нева ҫинчи хуларах ӗҫлеме юлнӑ. Ҫапах та тӑван кӗтеспе ҫыхӑнӑва татман. Вырӑнти музейсене картинисене тӑтӑшах парнеленӗ. Питӗрте чӑваш культурин кунӗсене те хастар хутшӑннӑ, куравсем йӗркеленӗ.
Александрӑн шӑллӗ те ятарлӑ ҫар операцинче. Сергей хальлӗхе отпускра, ҫывӑх вӑхӑтрах каллех хӗрӳ вырӑна тухса кайӗ. Хӑйӗн тӑванне ҫапла хисеп тунишӗн вӑл пурне те тав турӗ. Курав ҫу уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Унпа кашни кӑмӑл тӑвакан паллашма пултарать.
Надежда Александрова, Михаил Солин