Ку - Александр Фёдоровӑн диплом ӗҫӗ. "Сывпулашу" тесе ят панӑ картинӑра художник, малашлӑха курса тӑнӑ пекех, виҫӗ ывӑлне ҫара ӑсатакан Амӑшне сӑнарланӑ. 2006-мӗш ҫулта ҫырнӑ вӑл ӑна, Питӗрти Репин ячӗллӗ живопиҫ, скульптура тата архитектура институтне пӗтернӗ чухне. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан малтан Александрӑн кӗҫӗн шӑллӗ, Дмитрий, Чечен вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ офицер, унта тухса кайнӑ, каярах хӑйӗн ирӗкӗпе - вӑталӑххи, Сергей.
Александр Фёдоров 2023-мӗш ҫул вӗҫӗнче "Невский" отряда кӗнӗ. Тӑшманпа чи малти ретре ҫапӑҫнӑ 2-мӗш штурм батальонӗн стрелок-огнемётчикӗ пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче паттӑрла ҫапӑҫса пуҫне хунӑ. Эпир кунта художник ӳкерӗнсе юлнӑ юлашки кадрсене куратпӑр. "Зодчий" хушма ятпа ҫӳренӗ ӳнерҫӗ унта та кӑштах вӑхӑт тупӑнсанах аллине хут таткипе кӑранташ тытнӑ. Пысӑк курав йӗркелес шухӑшӗ художникӑн тахҫанах пулнӑ, анчах унӑн ӗмӗтне тусӗсен хӑйсӗр пурнӑҫлама тиврӗ.
Халӑх умне кӑларма пӗрлехи вӑйпа 111 картина пуҫтарнӑ: кунта сюжетлӑ композицисем те, портретсемпе пейзажсем те пур. Вӗсем урлӑ эпир Александра мӗн тарӑн шухӑша янине, хумхантарса хавхалантарнине куратпӑр. Вӗсене вӑл 2016-мӗш ҫултанпа ӳнер академинче ҫамрӑксене вӗрентнӗ чухне е хӑй студент пулнӑ ҫулсенчех ҫырнӑ. Фёдоровӑн аллине тӳрех палласа илме пулать - ҫакна палӑртаҫҫӗ ӗҫтешӗсем.
"Ҫак курав - Александр кун-ҫулӗн историйӗ" тет мӑшӑрӗ. Чӑнах та, кашни сӑнар, ӳкерчӗк - художник Вилӗмсӗрлӗх енне утнӑ май асӑрхаса, пире те шухӑшлаттарас тесе тӗллесе кӑтартнӑ самант пек. Вӑрҫӑ хирӗнче Фёдоровсен кӗҫӗн ывӑлӗ те вилнӗ. "Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫ хуни - чи чыслӑ вилӗм", тет художник ашшӗн шӑллӗ.
Халӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче Сергей тата унӑн аслӑ ывӑлӗ. Амӑшӗ каласа панӑ тӑрӑх, патриотсем вӑрҫӑ хирне кӑна мар, салтака та хӑйсем ҫине тӑнипе кайнӑ.
Ҫапах та мӗн хистенӗ художника ҫапӑҫу хирне тухса кайма? "Ку ыйтӑва тӗрӗс хуравлас тесен Александр Фёдоров пулмалла" теҫҫӗ ҫывӑх тусӗсемпе ӗҫтешӗсем - ҫак курава йӗркелессишӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Александровпа Александр Калинин. Александр хӑй "Кунта пирӗн кӗлӗ Турра ҫывӑхрах" тенӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов