Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи Пучинке сали 460 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ

Ҫак сумлӑ пулӑм ял ҫыннисене кӑна мар, республикӑри тӗрлӗ кӗтесре пурӑнакан хӑнасене те пуҫтарчӗ.

Пучинке - Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче кӑна мар, республикипех паллӑ. Кунта нумай ятлӑ-сумлӑ ҫын ҫуралса ӳснӗ. Чылайӑшӗ халӗ ҫунат сарса тӗрлӗ ҫӗрте тӗпленнӗ пулин те - тӑван ене манмаҫҫӗ. Ҫуралса ӳснӗ ял хыпарӗсемпе кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ. Пучинке аталансах пырать. Ҫакӑн валли майсем ҫителӗклӗ. Вӗренӳ, культура тытӑмӗсем аван ӗҫлеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗ те ҫирӗп ура ҫинче. "Красный партизан" хуҫалӑхра 100-ре яхӑн ҫын тӑрӑшать. Кунта - 1000 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ, сӗт-ҫу, аш-какай тата тыр пул туса илеҫҫӗ. Ял ҫыннисен ҫулталӑкӗпех ӗҫ пур. 

Пучинкесем несӗлсенчен пыракан йӑла-йӗркене тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. 2017-мӗш ҫултан пуҫласа вара ял кунне паллӑ тума тытӑннӑ. Ҫак уяв халӑха пӗрле савӑнса ҫӗнӗ ӗҫ пуҫӑнма вӑй парса тӑрать, теҫҫӗ ҫынсем. Ҫакна ҫирӗплетсе ял-йыш вӑйӑ картине тӑчӗ. 

Уяв программи анлă пулчĕ. Вырӑнти «Юхăм» фольклор ушкăнĕ, хĕрарăмсен «Туслăх» ансамблĕ, Пучинке шкулĕнче вĕренекенсем, Энтриелтен килнӗ пултарулӑх ушкăнĕсем куракансене юрă-ташă парнелерĕç. Çавăн пекех ал ӗҫ ӑстисем хăйсен пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ. Паллах, хӗрӳ ӑмӑртусем те пулчӗҫ. Спортсменсем кире пуканӗ йӑтассинче, футболла выляссинче, дартс енӗпе тупӑшрӗҫ. Ҫемьесем вара хаваслӑ эстафета ирттерчӗҫ. Ял пурнӑҫӗн аталанӑвне хастар хутшӑнакансене парнесемпе, тав хучӗсемпе чысларӗҫ. 

Леонид Петров