Вируса хирӗҫ кӗрешекен ӳнер

Шупашкарти художник ӗҫӗ республикӑри клиника больницин стенине илемлетӗ

Олеся Волкова абстрактлӑ ӳкерчӗксем тӑвать. Кӑҫал вӑл Атӑл тӑрӑхӗнчи "ФормАРТ" фестивале хутшӑнать. Ҫак форума ҫамрӑк ӳнерҫӗсен пултарулӑх ҫулне уҫас, хуласенчи объектсене хӑйнеевӗрлӗ илемлетес тесе йӗркелеҫҫӗ. Конкурсра чылай автор ӑмӑртнӑ. Чӑваш Енрен кӑна вӗсем 13-ӗн пулнӑ. Пурин те хӑйсен ӗҫӗнче коронавируса хирӗҫ кӗрешнине сӑнламалла пулнӑ. Республика тапхӑрӗнче тӳресем пуринчен ытларах Олеся Волкован ӗҫне кӑмӑлланӑ. Ӑна Республикӑри клиника больницин стени ҫине ӳкерме шаннӑ.

Алена Артемкина, Виолетта Александрова.