Вӑл православи тӗнӗн чӑн-чӑн хӳтӗлевҫи пулнӑ

Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫак пулӑма халалласа Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче курав уҫӑлчӗ.

Чӑвашсен аслӑ архиерейӗ пулнӑ Варнава Рязань облаҫӗнчи пачӑшкӑсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ. Шӑпа Чӑваш Ене илсе ҫитерсен кунти халӑха чунӗпех парӑннӑ вӑл. Ҫавна шута илсе курава та унӑн сӑмахӗсемпе "Эпӗ Чӑваш Ене юратсах пӑрахрӑм" ят панӑ. Ҫак каларӑша малалла тӑсса "Чӑваш Ен те мана юратать" тенӗ Варнава. Куравра митрополитӑн мӗн-пур кун-ҫулне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксене 24 стенд ҫине вырнаҫтарнӑ. Вӗсем чӑвашсен архиерейӗн хисепӗ тӗнче шайӗнче те ҫӳллӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов