Ӗмӗртен пыракан Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет.
Чӳклӗх вӑкӑра пуссан арҫынсем Киремет юманӗ патне каяҫҫӗ, ун ҫинчен пӗлтӗр ҫакса хӑварнӑ вӑкӑр пуҫ купташкине илсе кӑҫалхипе ылмаштараҫҫӗ, киввине ҫӗре чавса чикеҫҫӗ. Хӑҫан мӗнле сӑмах калассине ял ҫыннисем ваттисенчен вӗренсе юлнӑ.
Учука хатӗрленсе малтан халӑхран темиҫе тӗрлӗ кӗрпе, ҫӗрулми, укҫа пухаҫҫӗ. Уяв пӑттине кӑвайт ҫинче, пысӑк хуранра пӗҫереҫҫӗ. Апат пиҫнӗ вӑхӑтра вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Учук - халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем - "Илем", "Шуҫӑм", "Савӑнӑҫ", "Палан", "Ҫеҫпӗл", "Пилеш" ансамбльсем - вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ.
Пӑтӑ пиҫсен учук ҫимӗҫӗсемпе ҫӑл патне анса каллех кӗлӗ сӑмахӗсем калаҫҫӗ. Ҫак йӑла кунта ял пуҫлакан Сӗркке ятлӑ ҫынпа пӗрлех килнӗ. Хусан ҫывӑхӗнчен 1670-80-мӗш ҫулсенче тӗне кӗртесрен килйышӗпе тарса килнӗ арҫын вӑрман варринчи ҫӑл ҫумӗнче ҫурт ҫӗкленӗ, йӑхне ӗрчетсе яла аслӑлатнӑ. Ҫавӑнтанпа кунта пурӑнакансем хӑйсене "чӑн чӑвашсем" теҫҫӗ.
Марина Карягина, Олег Цыпленков