Туслӑха ҫирӗплетекен паллӑ

Чӗмпӗрте Иван Яковлев ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа пӗлтӗр палӑк лартнӑччӗ. Кӑҫал ҫак сумлӑ ӗҫе Чӑваш патшалӑх премине илме тӑратнипе Шупашкарта унӑн хӑтлавне ирттернӗччӗ ӗнтӗ. Хальхинче куракансем Виктор Аванмарт скульптор хайлавне палӑк умне пухӑнсах пахаларӗҫ.

Палӑк Чӗмпӗрти Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫнӑ. "Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ", - теҫҫӗ Ульяновскра пурӑнакан хастар чӑвашсем. Палӑк хӑтлавне Шупашкартан, ытти хуласенчи чӑваш наципе культура автономийӗсенчен килнисем тӑван халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пысӑка хурса хакларӗҫ.

Владимир Тяпкин "Родина Ленина" музей пуҫлӑхне Ирина Котовӑна Чӑваш Республикин Обществӑлла палатин Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. "Палӑк лартнӑранпа ку тавралӑх тата илӗртӳллӗрех, асамлӑрах пулса кайрӗ, терӗ Ирина Геннадьевна. Ҫитес вӑхӑтра кунта чӑваш студенчӗсем сӑвӑ вулама килессине пӗлтерчӗ. Чӗмпӗр губернаторӗ ҫумӗнче нацисем хушшинчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан Сергей Паховский палӑк чӑвашсемшӗн кӑна мар, ытти халӑхсемшӗн те, хулашӑн та сӑваплӑ паллӑ, туслӑха ҫирӗплетекен символ пулса тӑнине палӑртрӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Бабайкин калашле, "хӑйне хӑех илем кӳме пултаракан палӑк" тавра улмуҫҫи хунавӗсем те лартнӑ - кӗҫех кунта Иван Яковлев туса хӑварнӑ ӗҫсем, пиллесе хӑварнӑ халал пурӑннине ытарлӑн ӗнентерсе сад ешерӗ. 

Палӑка халӑхран пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанине палӑртса каларӗҫ йӗркелӳҫӗсем. Пархатарлӑ пуҫарӑва ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем хапӑлласа йышӑннӑ. Нимелле ӗҫ вара пурне те татах та ҫывӑхлатать, ку палӑк пире кирлех пулнине, унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑккине тепӗр хут ӗнентерет. Хайлава Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнерти сумлӑ ӗҫсемшӗн паракан премине илме тӑратнӑ Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗ авторпа пӗрле ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне те йӗркеленӗ. Унта 200 яхӑн ҫын хутшӑннӑ: 4 ҫултинчен тытӑнса 60 ҫултисем таран. Музейра конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, кашнине ятарлӑ диплом тата палӑкӑн пӗчӗк макетне парнелерӗҫ.

Пухӑннисене палӑк авторӗ хайлав мӗнле ҫурални ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Ҫак ӗҫре кашни хӑйӗн тӳпи пуррине туйнӑран чӑннипех аслӑ ҫемье уявӗ пек пулса тӑчӗ хӑтлав. "Сӑрнай" ансамблӗн илемлӗ юррисем пухӑннисен кӑмӑлне татах та ҫӗклентерчӗҫ. Сергей Краснов поэт вара сӑвӑ ҫырмасӑр чӑтайман.

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан хастар чӑвашсем ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарса ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ирттерес тӗллевлӗ. Кӑҫалхи Акатуя та ҫак паллӑ пулӑма халаллаҫҫӗ.

Марина Карягина