Туслӑх Ҫуртӗнче Владимир Кузьмин ӳнерҫӗн ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлчӗ 

Вӑл ятарласа ӳнер ӗҫне вӗренмен пулин те, 10 ҫул ытла илемлӗ картинӑсем ӳкерет. Сӑмах - Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пурӑнакан Владимир Кузьмин пирки. 

Йӗри-таврари илем илӗртет Владимир Кузьмина. Ытларах Канаш районӗнчи Ҫӗҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи вырӑнсемпе паллаштараҫҫӗ ун ӳкерчӗкӗсем. Владимир Семенович 2010-мӗш ҫулта ӳкерме пуҫланӑ та, тек ҫак ӗҫе алран яман. Паян та пушӑ вӑхӑт тупӑнсан тӳрех алла киҫтӗк тытать. Владимир Семенович тивӗҫлӗ канӑва тухиччен газпа тивӗҫтерекен предприятире инженерта чылай ҫул вӑй хунӑ. Илемлӗ вырӑнсенче пӗрре мар пулса курнӑ. Паллах, ун чухне ӳкерме май пулман. Ҫапах та ӗҫ вӑхӑтӗнчи хаваслӑ самантсемпе хитре ҫут ҫанталӑка картинӑра кӑтартма май тупнӑ вӑл. Курав нарӑс уйӑхӗн варриччен ӗҫлӗ. 

Алена Артемкина, Святослав Петров