Шупашкарта йӑлана кӗнӗ "Кӗмӗл сасӑ" фестиваль-конкурс иртрӗ

Кӑҫал ӑна Чаваш наци конгресӗ 22-мӗш хут йӗркелерӗ. Тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ чӑваш юрри-ташшине кӑмӑллакансем Ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.

"Кӗмӗл сасӑ" фестивале кӑҫал Чӑваш чӗлхин кунӗпе пӗрлех Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансен паттӑрлӑхне халалланӑ. Пултарулӑхӗпе Самар, Тюмень, Ленинград, Чӗмпӗр, Тутарстан, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи тата Чӑваш Енри 18 ҫамрӑк паллаштарчӗ. Паллӑсене шутланӑ хыҫҫӑн Гран-при хуҫи Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Казанцев пулчӗ. Вӑл ЧНК президенчӗн Николай Угасловӑн хаклӑ парнине тивӗҫрӗ. Малти вырӑнсене вара пӗтӗмпех республика тулашӗнчи юрӑҫсем - Питӗр хулинчен, Тутарстанран тата Чӗмпӗртен килнӗ ҫамрӑксем ҫӗнсе илчӗҫ. Пурне те парнесемпе тата дипломсемпе чысларӗҫ. 

 

Надежда Александрова, Зоя Яковлева