Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери 24-мӗш балет фестивалӗ иртет

Вӑл "Хуркайӑк ҫулӗ" наци балечӗпе уҫӑлчӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Спектакле Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе хатӗрленӗ. "Хуркайӑк ҫулӗпе" балет кӗввине Андрей Галкин композитор ҫырнӑ, либретто авторӗ - Данил Салимбаев балетмейстр. Тӗп партисенче - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анна Серёгина, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс лауреачӗ Виктория Севоян. Фестивале коронавирус чирӗ сарӑласран сыхланса ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса ирттереҫҫӗ. 

 


Н.Александрова, И.Ромадова, В.Владимиров